Асаилтеретпӗр, нумай пулмасть Виктор Аванмарт аван-премин 2020 ҫулхи лауриачӗн ятне пӗлтернӗччӗ. Ҫулталӑк пӗтессе кӗтмесӗрех вӑл ҫак ята Валери Туркай сӑвӑҫа парас тенӗ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай хурав памасӑр тӑрайман. Хуравне вара сӑвӑлласа хатӗрленӗ:
ЧӖМПӖРТЕ ПУРӐНАКАН
ВИКТОР АВАНМАРТ «ХУДОЖНИКЕ»,
«КУПАРЧА» ПРОЕКТ АВТОРНЕ,
ХАЙӖН НӖРСӖР «ПРЕМИЙӖПЕ»
ҪЫНСЕНЕ «ЧЫСЛАС» ӖҪРЕ ӐНӐҪУ СУНСА
Купарчу сан илемлӗ, паллах!..
Ҫук кун пек купарча тек ниҫта та!
Питӗ лайӑх пӗлен эс ҫакна,
Питӗ лайӑх ҫакна ӑнланатӑн.
Купарчу сан илемлӗ, паллах!..
Купарча вӑл — этемлӗхӗн мулӗ!..
Упрасам эс ӑна, упрасам!
Кирлӗ чух вӑл мана кирлӗ пулӗ!
Пăшатанпек // 1169.60.7269
2020.05.28 20:08 | |
Купарча премине тепринче Курак илет. Сăвă çырса аппаланмасть пуль, пус тайса тав тăвать. | |
Якрут // 1494.29.6573
2020.05.28 21:23 | |
А мĕн тума кирлĕ пулма пултарть вара Туркая çав илемлĕ купарча? | |
Сармантей // 3424.26.8919
2020.05.28 22:50 | |
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: кÿрентерÿ | |
Каллималлин // 3138.77.0467
2020.05.29 07:56 | |
Мĕн çырать:"Кирлĕ чух вăл мана кирлĕ пулĕ..." Тавтологи купи мар-и ку? Сăмах çитменнипе аптрать, шухăш пирки каламастăп та. Пĕтĕм пултарулăхĕ ун çакнашкал уссăр хăлаçланни мар-и? Пăхкаласа пырăр, туссем. | |
Валери ТУРКАЙ // 1163.56.6431
2020.05.29 12:26 | |
Тинех чапа тухрӑм! Мӗнлерех реклама!
Тавах аванмарта (хушма ячӗ аван мар пулсан та)! Миҫе ҫул кӗтнӗ эп ҫак парнене! Ӑмма вара - ман парне те начар мар вӗт! Шедевр! Халь аванмарт точнӑ историре юлать - ҫак эпиграммӑна пула! "Тавах сире, тӑшманӑмсем, ман хаклӑ ҫыннӑмсем!.." (Туркай сӑввинчен). Чӑнах та тав сире, ҫав шутра питех те "паттӑр" анонимсем! Эсир мана вӑйлӑрах пулма, нумайрах ӗҫлеме хавхалантаратӑр. Сире вара эп шеллеп - ЯТӐРСЕМ те ҫук сирӗн. Анонимсем кӑна эсир! Курайманлӑхӑр кӑна пур сирӗн. Ҫавӑн чухлӗ курайманлӑха йӑтса ҫӳре-ха кашни кун - кунта такам та ухмаха тухать! Валери ТУРКАЙ. 89278555480 Йӗркеллӗ чӑвашсене пӗлме: Тӗнче чемпионӗ Олег Захаров "Стихи Валери ТУРГАЯ" чат уҫнӑ. Кӗрсе курма пултаратӑр. | |
Пăшатанпек // 3138.77.0467
2020.05.30 06:57 | |
Чат çав чат валли те сан сăввусем. | |
Валери Туркай // 1815.3.4793
2020.05.31 03:50 | |
Эс вара пӑшатан та мар, мӑнтарӑн, пӑшатан пекки кӑна!
Вӑт и ирттер ӗмӗрне ПЕККИ пулса! Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай 89278555480 | |
Микула // 9259.3.8429
2020.05.31 19:31 | |
Кунта политика е курайманлӑх ? Поэта такам та кӳрентерме пултарать тенӗ,анчах та хушнипе кӑна тунӑ пек пулса тухать. Ҫулталӑкӗпе тивӗҫлисем йӑлтах пулнӑ - темшӗн "чапӗ" вӗсене лекмен? Темле пулсан та ку ӳнӗ провокаци кӑна. Кулса илсе алӑсене сулмалла анчах. Мораль кунта -тӑшманран ан хӑра,тӑшмансем пӗрле пуласран кӑна асӑрхан. Каламан сӑмахшӑн - хуҫа,каланин -тарҫи тенӗ пулсан та поэт чӗлхесӗр пулаймаҫ. Пире чӑвашсене юриех хирӗҫтерес текенсем яланах пулнӑ. Вӗсенчен те чеерех пулас пулать. | |
Малай // 2563.60.1306
2020.06.02 19:23 | |
Микула! Санӑн "Пире, чӑвашсене, юриех хирӗҫтерес текенсем яланах пулнӑ.Вӗсенчен те чеерех пулас пулать" тенӗ сӑмахусене Туля пичӳ Кибечӗн хӑйӗн "соплеменникӗсене" Чӗнсе каланине хушса кӗртсе хумалла. Ун пуш сӑмахсем кӑна, санӑн Иван Яковлевич Халалӗнчен илнӗ пекех. Мӗтри Юман аса илӗвӗнче Яковлев хӑйӗн шкулӗнче вӗрекен чӑваш ачисене ҫапла тӑн пани пур: "Укҫа тума вӗренӗр, кӗнекепе кӑна тутӑ пулаймӑр".Точнӑ астумастӑп, ҫапларахчӗ пулас. Санӑнни те Патриарх каланӑнах. | |
Малай // 2563.60.1306
2020.06.02 19:23 | |
Микула! Санӑн "Пире, чӑвашсене, юриех хирӗҫтерес текенсем яланах пулнӑ.Вӗсенчен те чеерех пулас пулать" тенӗ сӑмахусене Туля пичӳ Кибечӗн хӑйӗн "соплеменникӗсене" Чӗнсе каланине хушса кӗртсе хумалла. Ун пуш сӑмахсем кӑна, санӑн Иван Яковлевич Халалӗнчен илнӗ пекех. Мӗтри Юман аса илӗвӗнче Яковлев хӑйӗн шкулӗнче вӗрекен чӑваш ачисене ҫапла тӑн пани пур: "Укҫа тума вӗренӗр, кӗнекепе кӑна тутӑ пулаймӑр".Точнӑ астумастӑп, ҫапларахчӗ пулас. Санӑнни те Патриарх каланӑнах. |