Хӗрлӗ Чутайри «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» музей йӗркеленекенӗ Валериан Григорьевич Толстов-Атнарский (1913–1994) кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Ҫак ятпа музейра Зоя Спиридонова ертсе пынипе уҫӑ алӑксен кунне ирттерчӗҫ.
Уява район ертӳҫисемпе Валериан Григорьевичӑн тӑванӗсем, пӗрле ӗҫленӗ тусӗсем пухӑнчӗҫ. Зоя Сергеевна, музей ертӳҫи, пухӑннисене «Халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ» (1965), «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» (1987), «Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ гражданинӗ» (1997), Чехословакири Крал-Хлмец хулин хисеплӗ гражданинӗ, ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ, чылай орден-медаль илме тивӗҫлӗ пулнӑ Валериан Григорьевич Толстов-Атнарский кун-ҫулӗ пирки каласа пачӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Порфирьев, ял хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен Владимир Храмов, Анатолий Ейков, Владимир Немешкин, Роберт Галимов, Васса Столярова, Елизавета Грузинова, Галина Афанасьева тата ыттисем ветерана ӑшӑ сӑмахсемпе аса илчӗҫ.
Чӑннипех те питӗ пултаруллӑ педагог, таврапӗлӳҫӗ пулнӑ вӑл! Хӑнасем Толстов-Атнарский юбилейне халалланӑ экспонатсемпе кӑмӑлласа паллашрӗҫ.
Сӑнсем (26)