Шупашкарти «Солнечный» (чӑв. Хӗвеллӗ) микрорайон республика тӗп хулинчи ҫӗнӗ районсенчен пӗри. Кӑҫал унта ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлчӗ. Асӑннӑ микрорайона общество транспортне те ҫӳретмелле турӗҫ. Ҫапах та унта туса пӗтерейменнисем те пур-ха. Трактор тӑвакансен проспектӗнчен ҫитес тесен ҫырма урлӑ каҫмалла. Унта хӗлле кайнӑччӗ те ҫав тӑрӑхрисем: «Асӑрханӑр, кунтан ан анӑр. Чӑнкӑ тата питӗ пӑрлак», – тесе ҫул кӑтартнӑччӗ.
Ҫуркунне ҫитсен асӑннӑ микрорайонтисем ҫул ишӗлме тытӑннипе аптӑранӑ. Ҫавӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ҫырнӑ. Ыйтӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тунтикунсерен ирттерекен планеркӑра та сӳтсе явнӑ.
Микрорайон ҫырмаллӑ вырӑнта. Строительство организацийӗ ӗҫе васкаса пурнӑҫланӑ. Ҫапларах ӑнлантарчӗҫ яваплисем.
Асламас урамӗнчи тата Хӗвеллӗ микрорайонти ҫулсене тата тротуарсене халӗ юсама тытӑннӑ. Ӗҫе ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пӗтермелле. Ун валли хула хыснинчен пӗр пус та уйӑрмӗҫ. Ӗҫе строительство организацийӗ хӑй шучӗпе пурнӑҫлӗ.