Кӑшӑлвируспа чирлисем валли Чӑваш Енри пульницӑсенче пӑхса хӑварнӑ мӗнпур койкӑран 31 проценчӗ пушӑ. Ҫапла цифрӑна республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ. Анчах ҫакӑ республикӑра йышӑннӑ чару мерисене пӑрахӑҫлама май памасть. Ун валли койкӑсенчен ҫурри пушӑ пулмалла. Ӳпкене искусствӑлла майпа сывлаттармалли аппаратпа 28 ҫынна сывлаттараҫҫӗ.
Ҫак цифрӑсене кӑшӑлвирус сарӑлассине хирӗҫ ӗҫлекен оперштабӑн ларӑвӗнче асӑннӑ.
«Пандеми пуҫланнӑранпа ӳпкене искусствӑлла майпа сывлаттарнисен йышӗ 32-33 ҫынран ытла мар. Ҫав вӑхӑтрах паянхи кун тӗлне стационарсенче 1400 ытла ҫын. Ӗҫтешсем, статистикӑна тишкернӗ чух пӗр регионта та кун пеккине курман эпӗ», – тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев.