Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш драматургӗн мӑшӑрӗ вилнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 20.06.2020 12:15 | 2687 хут пӑхнӑ
Культура
2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнчи сӑнӳкерчӗк
2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнчи сӑнӳкерчӗк

Паллӑ чӑваш драматургӗн, куҫаруҫӑн, актерӑн Николай Терентьевӑн мӑшӑрӗ Мария Ивановна ӗмӗрлӗхе куҫ хупнӑ. Чӑваш халӑх сайтне хурлӑхлӑ хыпара паллакансем пӗлтерчӗҫ. Драматург ҫуралнӑ Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ял тӑрӑхӗ Мария Ивановна вилнишӗн хурланнине пӗлтерсе администраци сайтӗнче ҫырнӑ.

Марря Ивановнӑн мӑшӑрӗ Николай Терентьев 2014 ҫулхи ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вилнӗччӗ. Унӑн «Ҫӗрпе хӗр», «Ҫӑлтӑрсем сӳнмеҫҫӗ», «Куккук ҫаплах авӑтать», «Кайри мала, хуркайӑксем», «Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ», «Пушар лаши» пьесисене театра питех ҫӳременнисем те пӗлеҫҫех пулӗ. Канаш тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ драматургӑн пьесисене Чӑваш Енри, ҫавӑн пекех Чӗмпӗр, Брянск, Барнаул облаҫӗсенчи театрсенче лартнӑ. Хӑш-пӗрисене Мускаври МХАТра кӑтартнӑ. «Сансӑр пурнӑҫ ҫук» пьесине ҫӗршывӑн 10 ытла хулинче лартнӑ.

Тӗп хулари Ленин проспектӗнчи 24-мӗш ҫурт ҫине (унта драматург 40 ҫул пурӑннӑ) 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Николай Терентьев ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарнӑччӗ. Мария Ивановна упӑшки хӑй вӑхӑтӗнче питӗ нумай ӗҫленине палӑртса хӑварнӑччӗ.

#культура, #астӑвӑм, #театрсем, #драматургсем, #Канаш районӗ, #Кӑшнаруй, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери Туркай // 2968.77.8681
2020.06.21 13:48
Питӗ хурлӑхлӑ хыпар.
Мария Ивановна тӗлӗнмелле ырӑ та ҫутӑ ҫынччӗ.
Тем те курчӗ вӑл хӑйӗн кӗске мар ӗмӗрӗнче, анчах пурнӑҫпа ҫынсене юратма пӑрахмарӗ.
Тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, Мария Ивановна! Эс яланах пирӗн асӑмӑрсенче пулӑн!
Валери Туркай.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем