Чӑваш Енри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекицйӗн уйрӑм батальонӗн взвочӗн командирӗн ҫумӗ Максим Ломоносов паттӑрлӑхӗ пирки РФ Шалти ӗҫӗсен министерстви хыпарланӑ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑл М-7 федераци трасси ҫинче, Хыркасси ялӗ патӗнче, дежурствӑра тӑнӑ. Каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче полицейски пӗр пӳртрен хура тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Вӑл унта васканӑ. Икӗ хутлӑ пӳрт умӗнче ҫулланнӑ хӗрарӑм тӑнӑ. Вӑл унӑн хӗрӗ икӗ ачипе е картишӗнче, е пӳртре пулнине пӗлтернӗ. Ҫулӑм алхаснипе пӳрт патне пыма йывӑр пулнӑ. Апла пулин те полицейски ҫухалса кайман — кӳршӗсен карти урлӑ каҫса кӗнӗ. Унта вӑл хӗрарӑм пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнине илтнӗ. Ҫав вӑхӑта хӗрарӑмӑн упӑшки те пырса ҫитнӗ. Инкеке ҫакланнӑ амӑшӗпе ачисене иккӗшӗ пӗрле пулса пулӑшнӑ.