Паян Чӑваш Енре республика Элтеперне суйламалли суйлав кампанийӗ пуҫланнӑ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗ пӗлтернӗ. Республика пуҫлӑхӗ пулас кӑмӑллӑ пӗрремӗш кандидатӑн докуменчӗсене Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ йышӑннӑ та ӗнтӗ. Вӑл ҫын — республика Элтеперӗн тивҫӗӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев.
Вӑл суйлава пӗрремӗш хут хутшӑнмасть пулин те пӑлханӑвне пытарман. «Тепӗр енчен пӑшӑрханни лайӑх та. Ҫак туйӑм ҫынна вӑй-хала ҫирӗплетме, шухӑшсене пӗр тӗвве ҫыхма пулӑшать», — тесе ҫырнӑ маларах асӑннӑ МИХ сайтӗнче.
Сӑмах май, ӗнер «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн конференцийӗ иртнӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗн кандидатурине (Олег Николаев ҫав парти пайташӗ. Анчах суйлава парти сӗмӗпе хутшӑнмасть, документсене хӑй тӗллӗн тӑратнӑ) унтисем ырланине пӗлтернӗ.