Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ – Ҫамрӑксен кунӗ. Ҫак уявра Чӑваш Енре эрех-сӑра сутмӗҫ. Ҫамрӑксемпе ҫыхӑннӑ уявсенче «ҫуттине» сутма чарасси республикӑра йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
Анчах ҫав кун общество апатланӑвӗн учрежденийӗнче эрех-сӑра сутма чармӗҫ.
Сӑмах май, кӑҫал кӑшӑлвируса пула шкултан вӗренсе тухакан яш-хӗрӗн сывпуллашу каҫӗ онлайн мелпе иртнӗ пулин те Чӑваш Енре ҫак кун эрех-сӑра сутма чарнӑ. Кӑҫал шкултан вӗренсе тухакансем пурте патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытман. ППЭне аслӑ шкула вӗренме кӗрекенсем ҫеҫ тытаҫҫӗ.