Хальлӗхе республикӑра ҫанталӑк шӑрӑхах мар-ха. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес уйӑх пуҫламӑшӗнче шӑрӑх килӗ.
Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче ҫанталӑк ӑшӑ тӑрӗ, 24-29 градус пулӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 19-22 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Каҫ енне вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте пӑр ҫума пултарӗ.
Тепӗр кунах ҫанталӑк уҫӑлӗ. Сывлӑш температури 18-23 ҫеҫ пулӗ. Ҫӗртмен 29-мӗшӗнче тата сивӗтӗ, ҫӗртмен 30-мӗшӗнче уяр ҫанталӑк пулӗ.
Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 30 градус шӑрӑх килӗ. Анчах аслатиллӗ ҫумӑрсем ҫума пултарӗҫ.