Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Кӗнекесемпе паллашса кӑмӑл-туйӑма пӗлтермелле

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.01.2013 13:03 | 1351 хут пӑхнӑ

Кашни ҫулах пирӗн республикӑра Наци библиотеки ҫулталӑк кӗнекисене палӑртма конкурс ирттерет.

Акӑ, кӑҫалхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнчен 2011 ҫулта тухнӑ кӗнекесен конкурсӗ пуҫланчӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пырать. Унӑн тӗллевӗ — ҫынсене кӗнекепе туслаштарассине ӳстересси, вулани культурӑлӑхӑн чи кирлӗ пайӗ пулса тӑнине палӑртасси тата ытти те.

Конкурса хутшӑннӑ кӗнекесенчен чи нумай вуланаканнине тупса палӑртма ҫынсен сӗнӗвне шута илеҫҫӗ. Ҫапла вара «Чӑваш кӗнеки» — проза жанрӗпе ҫырнӑ чи лайӑх вуланакан кӗнеке, «Асамлӑ йӗрке» — поэзи жанрӗпе ҫырнӑ чи лайӑх вуланакан кӗнеке, «Детская Вселенная» — чи вуланакан ача-пӑча кӗнеки. Кӗнеке вулакансем «Чи лайӑх вулакан» номинацире хаклавӗсемпе палӑрӗҫ. «Литературный эксперт» номинацире вара кӗнеке вуласа тухнӑ хыҫҫӑн чи лайӑх рецензи ҫыракансене ятран палӑртӗҫ.

Комсомольски районӗн вулавӑшӗсенче ӗҫлекенсем ӑмӑртура ҫӗнтернӗ кӗнекесемпе куравсем йӗркелӗҫ, вулав конференцийӗсем, тавлашусем ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫыракансемпе те тӗл пулӗҫ.

«Литературӑллӑ «Чӑваш Ен» конкурса хутшӑнакан кӗнекесем хушшинче ҫак тӑрӑх ентешӗн Г.Максимовӑн «Танец в ночи», Ю.Мишшин «Ӗмӗрлӗх юрату», «Ултавпа чӑнлӑх», М.Мерченӗн «Сарӑ роза» тата ытти кӗнекесем те пур.

Хисеплӗ вулакансем! Эсир ӑмартӑва хутшӑннӑ чи лайӑх кӗнекесене палӑртасса шанатпӑр. Хӑвӑрӑн шухӑш-кӑмӑлӑра вулавӑшсем урлӑ пӗлтерме пултаратӑр. 2011 ҫулта тухнӑ кӗнекесем кашни районти кашни ял вулавӑшӗнчех пур. Ан манӑр, конкурса пӗтӗмлетнӗ чухне вулакан миҫе кӗнеке вуласа тухни ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

#кӗнекесем, #ӑмӑртусем, #вулавӑшсем, #Комсомольски районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем