Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Шупашкартан Турцие самолетсем пулӗҫ-и?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 03.07.2020 20:27 | 2905 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ҫулталӑкра пӗрре лекекен кану вӑхӑтне пирӗнтен кашниех тивӗҫлипе ирттерме ӗмӗтленет. Ют ҫӗре кайса ҫӳреме юратакансем вӑл вӑхӑтра аякри ҫула васкаҫҫӗ. Чикӗ леш енне кӑмӑллакансенчен хӑшӗсем Турцие кӑмӑллаҫҫӗ. Турпакетри «all-inclusive» текен пулӑшушӑн ҫеҫ мар, Шупашкартан чартер самолетсем хутланипе те илӗртет ҫав ҫӗршыв Чӑваш Ен ҫыннисене.

Шупашкарти аэропортра паян пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкартан Антали хулине «Nordwindairlines» авиакомпани эрнере пӗр рейс йӗркелеме палӑртнӑ. Авиакомпанире рейссем утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пулмассине хыпарланӑ. Анчах, шел те, Росиавиаци чикӗ леш енне каймалли рейссене ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗсӗр те уҫассине шантармасть.

#Антали, #Шупашкар, #аэропорт, #кану, #Турци

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CCK8aCWKDj_/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Хамӑр ял // 1381.79.6344
2020.07.03 21:59
Турцине питӗ каясшӑн! Унта пурте пур! Ҫӑмӑл эрех те путевкӑпа тӳлевсӗр ӗҫтереҫҫӗ! Чӑн-чӑн ҫӑтмах! Ӑшӑ тинӗс, рестроранта виҫӗ хут тутлӑ ҫитереҫҫӗ. Кайран бар! Тата ытти те!
Раҫҫейре ҫакӑн ҫӑтмах ҫук.
Хамӑр ял // 1381.79.6344
2020.07.03 22:46
Тата барта шурӑ е хӗрлӗ эрех суйлама пулать. Мӗн кӑмӑл пур. Туркӑлла: beyaz ve kirmizi.
Хамӑр ял // 1381.79.6344
2020.07.03 23:36
Турккӑ барменсем каласҫа параҫҫӗ: "Хӑш-пӗр вырӑс туристсем ӗҫкӗҫӗсем пулкалаҫҫӗ.
Лараҫҫӗ те лараҫҫӗ, нумай эрех ӗҫеҫҫӗ, ӳҫӗр пулаҫҫӗ. Кайран пукан ҫинчен пуҫхӗрлӗ урай ҫине ӳкеҫҫӗ, аманаҫҫӗ. Юн юхать. Эпир медицина амбулатори ӗҫлекенсене чӗнетпӗр. Ҫакӑн пек ан пултӑр тесе, халь эпир бар стойки умӗн пукансене пуҫтарса, илсе кайрӑмӑр...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем