Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Ҫутта кӑларакан ҫут тӗнчерен кайрӗ…

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Геннадий Ахмане 10.07.2020 15:04 | 1924 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Волков Михаил Константинович
Волков Михаил Константинович

Ӗнер ҫанталӑк сасартӑк улшӑнчӗ. Шартарса пӑхакан хӗвел ҫухалчӗ те, шарласа ҫумӑр ҫума пуҫларӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех усал хыпар ҫитрӗ: Михаил Константинович Волков куҫне хупнӑ иккен.

Пӗр ӳстермесӗрех ун пирки ҫапла калама пулать: ҫутта кӑларакан. Унӑн пӗтӗм ӗмӗрӗ ҫутӗҫӗнче иртрӗ. Малтан Михаил Константинович ачасене тӑван чӗлхене тата вырӑс чӗлхине вӗрентнӗ, шкул директорӗнче тата роно инспекторӗнче вӑй хунӑ. Унтан чӗрӗк ӗмӗр хушши Раҫҫей Федерацийӗн ҫутӗҫ министерствин наци шкулӗсен ӑслӑлӑх тӗпчев институчӗн Чӑваш лабораторийӗнче ӗҫлерӗ. Вунпилӗк ҫула яхӑн ҫак учреждение ӑнӑҫлӑ ертсе пычӗ, ӑна «лаборатори» статусӗнчен «филиал» шайне ҫитерчӗ. Пӗччен тата ытти авторсемпе нумай-нумай вӗренӳ кӗнеки тата вӗрентӳ программи хатӗрлесе пачӗ. Вӗсен йышӗнче: «Чӑваш букварӗ», чӑваш шкулӗнчи I-IV классенче вӗренмелли «Вырӑс чӗлхи учебникӗ», букварь умӗнхи вӗрентӳ кӗнеки, букварь хыҫҫӑнхи «Тӑван чӗлхе», «Чӑваш чӗлхине иккӗмӗшле е ютла вӗрентессин меслетлӗхӗ».

Тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсене унпа хутшӑнма ҫӑмӑл пулман. Никамран та шикленсе тӑмастчӗ, сӑмахне тӳррӗн калатчӗ, тӑван чӗлхене тата йӑлана кӗнӗ орфографие ҫине тӑрса хӳтӗлетчӗ. Халь те куҫ умӗнчех: Горбачевӑн ҫӗнйӗркелӳ вӑхӑчӗ, Шупашкарти политҫутӗҫ ҫурчӗ (халӗ филармони), черетлӗ дискусси, Михаил Волков сӑмах илет — парти функционерӗсене ҫунтарать тата ҫӗнӗ тӗллевсем палӑртать.

Пушӑ вӑхӑтра Михаил Константинович чӑваш чӗлхин вӑрттӑнлӑхӗсене шыратчӗ, тӑван сӑмахсен хурӑнташӗсене тӗнчери вун-вун чӗлхере тупатчӗ. Хӑюллӑ гипотезӑсемпе тӗлӗнтеретчӗ. Хӑйӗн юлашки кӗнекине Михаил Волков пӗлтӗр кӑларма ӗлкӗрчӗ. Вӑл «История начинается в Торкестане (отчего язык чувашский в мире на особом счету?)» ятлӑ.

Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Ушинский медальне тивӗҫнӗ ҫутӗҫ ветеранӗ Михаил Константинолвич Волков сакӑрвун пиллӗкре ҫут тӗнчерен кайрӗ. Унӑн ырӑ сӑнарӗ пирӗн чӗрере юлӗ, пархатарлӑ ӗҫӗсем халӑх асӗнче упранӗҫ. Ӗмӗрлӗх ыйхи канлӗ пултӑр!

Михаил Константинович Волкова юлашки ҫула ӑсатас текенсем утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫурта (ритуаллӑ пулӑшу ҫурчӗ) 11 сехет ҫурӑна пыма пултараҫҫӗ.

#ҫухатусем, #чӑваш чӗлхи, #этимологи, #вӗренӳ, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1802.46.3843
2020.07.10 16:16
Agabazar
Çуттатуртавçă.

Чăваш орфографийĕшĕн хытă тăрăшрĕ.
Валери Туркай // 2968.77.8681
2020.07.16 08:20
Пурне те тӗлли-паллисӗр "ҫутта кӑларакан" теме пикенсен, "ҫутта кӑларакансенчен" ҫеҫ тӑракан халӑх пулса кайӑпӑр.
Асӑрхануллӑрах пулсамӑр кун пек терминсемпе!
Ҫутта кӑларакан мар Валери Туркай

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем