Паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, чирлекенсен шучӗ утӑ уйӑхӗн 2-5-мӗшӗсенче пирӗн тӑрӑхра ӳснӗ.
Владимир Степанов хӑйсем тӑрӑшса ӗҫленипе лару-тӑрӑва йӗркелеме май килнине ӗнентернӗ-ха. Анчах Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская тем хаваслансах калаҫман. Лару-тӑру начарланнине вӑл Чӑваш Енре пурӑнакансем маска тӑхӑнманнипе, пӗр-пӗринпе ҫывӑх ҫӳренипе тата пирӗн тӑрӑхрисем ют регионсене канма кайнипе сӑлтавланӑ. Надежда Луговская лавккасенче, халӑх йышлӑ ытти вырӑнти евӗрех общество транспортӗнче малтанхиллех маска тӑхӑнмаллине аса илтернӗ.