Чӑваш Енре вӑрмансемпе усӑ курасси ҫинчен калакан республика саккунне улшӑнусем кӗртнӗ. Ку хыпара РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов Фейсбукра пӗлтернӗ. Саккун проектне Йӗпреҫ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем хатӗрленӗ.
Ҫӗнӗ саккунта хӑш вӑрманти хӑрӑк турата пухмалли ҫинчен ҫынсене пӗлтермеллине палӑртнӑ. Хыпара Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви хӑйӗн сайтӗнче тата вӑрман хуҫалӑхӗсенчи стендсем ҫинче пӗлтерме тивӗҫ. Лесничийсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене пӗлтермелле.
Аса илтерер: кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн вӑрмансенчи хӑрӑк турата ҫынсене пуҫтарма ирӗк пачӗҫ. Саккуна федераци шайӗнчех йышӑннӑ.