Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ чух ватти-яшши шыва кӗме васкать. Анчах, шел те, инкексем те пулаҫҫӗ. Паян Правительство ҫуртӗнче шыври хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне сӳтсе явма ятарласа ларӑва пуҫтарӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне 19 ҫын путса вилнӗ. Вӗсен йышӗнче — икӗ ача.
ГКЧС ертӳҫи Вениамин Петров шыва путакансен шучӗ пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 25 процент ӳснине пӗлтернӗ. Муркаш районӗнче 9 ҫын шыва путса вилнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче — 4, Канаш районӗнче — 3, Вӑрмар районӗнче — 2.
Инкексем ишме ирӗк паман вырӑнсенче пулса иртнӗ. Тепӗр тесен ялсенче: «Шыва кӗме юрамасть», — тесе асӑрхаттарнипех ҫырлахаҫҫӗ. Пӗве-кӳлле ятарласа хатӗрлеме васкамаҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫавна ырламан.