Канаш районӗнче пурӑнакан 25 ҫулти арҫын тӗлӗшпе приговор янӑранӑ. Суд ӑна 200 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ.
Следстви палӑртнӑ, суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫак арҫын пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче савни пулнӑ хӗрарӑмӑн сӑнӳкерчӗкӗсене халӑх тетелӗнче унран ирӗк ыйтмасӑрах ӗҫтешӗсем патне янӑ, унта унӑн харпӑр пурнӑҫне пырса тивекен япаласем пулнӑ.
Арҫынна РФ Уголовлӑ кодексӑн 137-мӗш статйипе килӗшӳллӗн айӑпланӑ. Суд кӑларнӑ приговор хальлӗхе вӑя кӗмен-ха.
Базиль Кириллов // 1406.72.2805
2020.07.23 11:02 | |
"Приговор янăранă"... Эх, "Капкăна" ма хупрĕç, унта кĕмелли сăмах ку! | |
Аçтахар Плотников // 2443.0.1048
2020.07.23 14:32 | |
Атя, пӗрле вӑй пухса уҫар. |