Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева республика ертӳҫинчен кӑларнипе ҫыхӑннӑ ӗҫ лӑпланса пӗтмен. «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевичӑн мӑшӑрӗ Лариса Игнатьева суда ҫӑхав шӑрҫаланӑ.
Аса илтерер: Михаил Игнатьева ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин «шанчӑкран тухнӑ» тесе кӑҫалхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларнӑччӗ. Михаил Васильевич РФ Президенчӗпе килӗшмесӗр ҫӗршывӑн Аслӑ судне тавӑҫ шӑрҫаланӑччӗ. Мускаврисем суд кунне те палӑртнӑччӗ. Анчах Михаил Игнатьев пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӗҫе чарса лартнӑ. Республика ертӳҫи пулнӑ ҫыннӑн мӑшӑрӗ ку йышӑнупа килӗшмен. Лариса Игнатьеван ҫӑхавне авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче тишкермелле.
Agabazar // 2946.16.5816
2020.07.29 15:50 | |
Тавăç тăратнă темелле-тĕр. | |
Andreu // 4062.15.4256
2020.07.31 13:54 | |
Халь раҫҫере ҫав проблеми пӳрӗн те. Ӗҫрен кӑларса яраҫ та, ырлӑха упраса тытма укҫа ҫукки пӗтереть. Сахал строить тӑвакан, пӗчӗк квартир тытакана ку вӑхӑтра налокне тӳрлетес нуши сахалрах нушалантарать |