Шупашкар хитреленнӗҫем хитреленет, хӑтлӑланнӑҫем хӑтлӑланать. Ҫакна ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинче ҫеҫ мар, тӗрлӗ ҫӗршывра пулса курнисем те палӑртаҫҫӗ. Атӑлӑн Мускав ҫыранӗнчи спорт зони тӗрлӗ оборудованипе тата пуянланмалла. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ. Юпа уйӑхӗн вӗҫӗччен ландшафт тӗмескисем, скейт-парк, дарт- тата памп-трексем вырнаҫтармалла. Ҫак енӗпе ӗҫсем пуҫланнӑ.
«Эрне каялла «лӑпкӑ зона» уҫрӑмӑр. Кӗске вӑхӑтрах унӑн пулӑшӑвӗпе 400 ытла ҫын усӑ курнӑ. Ҫыран хӗрринче хула ҫыннисем ҫемьесемпе уҫӑлса ҫӳренине, скейтсемпе, спорт велосипечӗсемпе, сигвейсемпе ярӑннине пӑхма кӑмӑллӑ. Электросамокатсем та анлӑ сарӑлчӗҫ. Трасса меллӗ, хам тӗрӗслерӗм», — пӗлтернӗ хулан сити-менеджерӗ.