Чӑваш Енри шкулсемпе ача пахчисенче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче хӑш-пӗр улшӑну пулӗ. Шкулсенче, сӑмахран, уроксене тӗрлӗ кабинетра ирттерме чарӗҫ. Унччен кашни предметпа урок тӗрлӗ кабинетра иртнӗ. Малашне апла юрамӗ. Ҫак йышӑну ачасене пӗр-пӗринпе ытлашши хутшӑнасран асӑрхассипе ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штаб паян черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта тухса калаҫнӑ вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев вӗренӳ учрежденийӗсене эпидемиологи лару-тӑрӑвне шута илсе туса ирттермелли мерӑсем пирки асӑнса хӑварнӑ. Ҫав шутра — вӗренӳ учрежденийӗсем валли термометрсем тата антисептик валли дозаторсем туянасси. Укҫана республикӑн резерв фондӗнчен уйӑрма шухӑшласҫӗ.