Шупашкар хулинчи икӗ объект ытла та вӑрахӑн ҫӗкленет. Сӑмах Асламас урамӗнчи 42-мӗш позици тата «Гагаринский» ҫурт-йӗр комплексӗнчи 5-мӗш позици пирки пырать. Пӗрремӗшне «Гранит СК» тулли мар яваплӑ общество тӑвать, иккӗмӗшне – «Альянс-Недвижимость» предприяти.
Асӑннӑ строительство организацийӗсем хӑпартакан ҫуртсенче хваттерлӗ пулма ҫынсем пайҫӑ пулса укҫа хывнӑ. Строительство ӗҫӗ вӑраха тӑсӑлса кайнӑ объектсенче республикӑн строительство министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Максимов, Шупашкарти Калинин районӗн прокурорӗ Евгений Ортиков, Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Денис Майоров пулнӑ.
Асламас урамӗнчи ҫуртри пайҫӑсене хваттер уҫҫисене кӗҫ-вӗҫ памалла. «Гагаринский» ҫурт-йӗр комплексӗнчи ҫурта 35% ҫеҫ хӑпартнӑ. Ӗҫ епле пынине тӳре-шара, ҫав шутра республика ертӳҫи таранах, сӑнаса тӑма шантараҫҫӗ.