Ҫак кунсенче ҪКХ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Шупашкар хулин администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров экономика аталанӑвӗпе финанс енӗпе ӗҫлекен хула администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Максим Семёнов «Шупашкарти троллейбус управленийӗ» МУПра пулчӗҫ. Вӗсем тин кӑна туяннӑ МТрЗ троллейбуссемпе паллашрӗҫ.
Паянхи кун тӗлне Шупашкар хулине пурӗ 5 машин килнӗ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ маршрутсем ҫинче ӗҫлеҫҫӗ, пӗрине ҫула тухма хатӗрлеҫҫӗ. Тӗрӗслев сӑлтавӗ ҫак троллейбуссем кивӗ пулни пирки тухнӑ сас-хурапа ҫыхӑннӑ теме пулать. Троллейбус управленийӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх — вӗсем пурте ҫӗнӗ, халӑх суя сӑмах ҫеҫ сарать иккен. Пуҫлӑхсем те ҫӗнӗ машинсемпе кӑмӑллӑ юлчӗҫ.
МТрЗ маркӑллӑ троллейбуссем нумай ҫынна вырнаҫтарма пултараҫҫӗ. Унта 23 лармалли вырӑн, пӗтӗмпе вара 111 ҫын таран кӗрсе тулайрать.