Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер Муркаш районӗнче пулнӑ, унта Мӑн Сӗнтӗр ялӗнчи вулавӑша кӗрсе тухнӑ. Вулавӑшпа паллашнӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан ҫӳлӗксем ҫинче чӑвашла кӗнекесем ытларах пулмалли пирки палӑртнӑ.
Ял вулавӑшӗ нумаях пулмасть «Культура» наци проектне пула улшӑннӑ. Ӑна ҫӗнетме 5 млн тенкӗ тӑкакланӑ. Вӑл укҫа культура учрежденине юсама, кӗнеке фондне ӳстерме, ҫӗнӗ оборудовани туянма кайнӑ.
Вулавӑш ялта вырнаҫнӑ пулин те ӑна тӗнче тетелӗпе пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫыхӑнтарнӑ, кунта ӑс-хакӑл вӑййи валли ача-пӑча пӳлӗмӗ те пур.
Палӑртса хӑварар, шӑп Мӑн Сӗнтӗрте чӑваш этнопаркӗ вырнаҫнӑ, нумаях пулмасть унта кӳршӗ тӑрӑхри министр килсе кайнӑччӗ.