Ӗнер Шупашкар хулинче пӗр хӗрарӑм чӳрече янахӗ ҫине тӑрса кӑшкӑрма тытӑннӑ. Ӑнланмалла мар тем калаҫаканскере, шавлаканскере иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Пӑтӑрмах хулари Мускав проспектӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче тӑр кӑнтӑрла, 11 сехет иртсен, пулса иртнӗ.
Чӳрече янахӗ ҫинчи ватӑ хӗрарӑм ҫинчен Республикӑн шыравпа ҫӑлав службине пӗлтернӗ, хӗрарӑм чӳречерен сикме пултарӗ тесе асӑрхаттарнӑ. Дежурство сменин пуҫлӑхӗ Е. Шибров Е. тата Р. Шамсутдинов ҫӑлавҫӑ пӑтӑрмах вырӑнне васканӑ. Вӗсем тӑваттӑмӗш хута чупса хӑпараҫҫӗ те хваттер алӑкӗ уҫҫине асӑрхаҫҫӗ. Ҫав самантра ватӑ хӗрарӑм урайӗнче выртнӑ, хваттерте полици ӗҫченӗсем тӑнӑ. Вӗсене те пӗлтерекен пулнӑ курӑнать.