Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти хӗрарӑма ют ҫын карттипе усӑ курнӑшӑн суд тӑвӗҫ. РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ ӗҫе суда ярса панӑ.
Республикӑн тӗп хулинче пурӑнакан арҫын хаваслӑ пӗр ушкӑнра хӗрарӑмпа паллашнӑ. Те хӗрарӑм ҫав териех килӗшнӗ ӗнтӗ — вӑл ӑна хӑйӗн банк карттине кӑларса тыттарнӑ. Парольне те каланӑ. Унпа ӑна лавккана «хаяррине» туянма ӑсатнӑ.
Хӗрарӑм эрех илнипех ҫырлахман. Хӑйне валли ҫи-пуҫ, сӑрланмалли туяннӑ. Пурӗ 30 пин тенкӗ пӗтернӗ. Арҫынна кун пирки шарламан. Смс та хыпарламан — карттӑ хуҫи ун пек пулӑшупа усӑ курман.
Карттӑ ҫинчен самай укҫа ҫухалнине арҫын темиҫе кунтан ҫеҫ сиснӗ. Хӗрарӑмран укҫана ыйтнӑ та лешӗ килӗшмен. Аптӑранӑ арҫын йӗрке хуралҫисене евитленӗ.