«Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗнер Мускаври специалист семинар ирттернӗ. Ӑсталӑх сехетне «IMHO» компанин (вӑл Рунетра реклама сутассипе рынокра хӑйӗн шанчӑклӑ вырӑнне тупнӑ) суту-илӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Ольга Антонова килсе ҫитнӗ.
Мускаври специалист хаҫатсене, сайта тата тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсене реклама илӗртмелли вӑрттӑнлӑхсене уҫӑмлатнӑ. Журналистсемпе реклама менеджерӗсем ҫӗннине, кӑсӑклине нумай пӗлме пултарнӑ. Вӗсем хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене те уҫӑмлатнӑ.
Ольга Антонова – чӑваш хӗрӗ. Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑскер темиҫе ҫул каяллах Мускавра тӗпленнӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче журналистика факультетӗнче вӗреннӗ.