Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Александр Боголюбов палӑкне лармталли вырӑна суйланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аҫтахар Плотников 24.08.2020 09:43 | 1180 хут пӑхнӑ
Хулара
Warheroes.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Warheroes.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта СССР Паттӑрне Александр Боголюбова халалласа палӑк лартма палӑртнӑ. Ҫак тӗллевпе «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав та ирттернӗ.

Сасӑлава 1475 ҫын хутшӑннӑ. Чылайӑшӗ палӑка «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти шкул умӗнче курасшӑн. Куншӑн 795 ҫын сасӑланӑ. 623 ҫын Боголюбов палӑкне «Салют» культура керменӗ умне лартма сӗннӗ. 57 ҫын пӗр варианта та смуйламан. Хӑшӗ-пӗри хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Тӗслӗхрен, палӑка Ҫӗнтерӳ паркне, Кадет скверне, «Садовый» микрорайона лартма сӗнекенсем пулнӑ.

Александр Боголюбов – Шупашкар ҫынни, вӑл кунта ҫуралса ӳснӗ. Граждан вӑрҫинче тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ. Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн ҫӑлтӑр» медальпе пӗрле Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне тивӗҫнӗ. Сӑмах май, Шупашкарта унӑн ячӗпе пӗр урам хисепленет.

#Шупашкар, #сасӑлав

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 1413.49.7176
2020.08.24 14:05
Ашмарин çуралнăранпа 150 çул çитет, ма палăк лартас мар?
Agabazar // 7273.2.7525
2020.08.24 14:08
Agabazar
Боголюбов генерал-полковника чăваш халăхĕн паттăрĕсенчен пĕри тесе шутламалла.

Унăн ашшĕ чăваш пулнă, хальхи Çĕрпÿ районне кĕрекен Патăрьел ялĕнче çуралса ÿснĕ.

Ахăртнех, документсенче (паспорт, ытти кÿнтеленĕшсем) вăл вырăс тесе çыраннă пуль-ха. Анчах та çакă ун пирки «чăваш мар» темешкĕн сăлтав туса памасть, ман шутпа.

Чăваш халăхĕн паттăр ывăлĕ.
Agabazar // 7273.2.7525
2020.08.24 14:11
Agabazar
Базиль Кириллов, эп çырнине курнă хыççăн хăвăн комментарине «вăрттăн» ан улăштар. Мĕнле çырнă, çавăн пекех хăвăр.

Çĕнĕ шухăш калас тесен, тепĕр комментари çыр. Лешĕ вара çаплах, малтанхи пекех, юлтăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем