Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +29.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Канаш» хаҫат вулакансене пуҫтарчӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Йелмел Микулайе 06.03.2013 15:07 | 1188 хут пӑхнӑ

Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫат редакци ӗҫченӗсем вулакансемпе тӗл пулчӗҫ. Калаҫу хаҫат пуласлӑхӗ пирки ҫаврӑнчӗ.

Редакци 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче ҫӗнӗ вырӑна куҫнӑ. Ку вӑл облаҫри чӑвашсен автономи ҫурчӗ. Халь редакцие 2 пӳлӗм уйӑрса панӑ, ӗҫ условийӗсем лайӑхланнӑ.

Н.Н.Ларионов тӗп редактор чи малтан 2012 ҫулта хаҫат страницисенче ирттернӗ конкурссен ҫӗнтерӳҫисене дипломсем парса чысларӗ, тираж ан чактӑр тесе мӗнле ӗҫсем туса пынине каласа пачӗ. Ҫаплах вӑл «Шевле» литпӗрлешӳ ӗҫӗ ҫинче те чарӑнса тӑчӗ, вырӑнти ҫыравҫӑсем кӗнеке ҫине кӗнеке кӑларнине палӑртрӗ.

Журналистсем хӑйсен ӗҫӗсем пирки каларӗҫ. Вулакансем хаҫата илӗртӳллӗрех тума сӗнӳсем пачӗҫ: ачасем, ҫамрӑксем, спорт пирки ытларах ҫырмалли пирки пусӑм туса калаҫрӗҫ. РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Юман поэт вара: «Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура ытти регионсенчи чӑвашсемпе ҫыхӑнса ӗҫлесси, чӑваш чӗлхине аталантарасси пирки пӗр сӑмах та каламанни пӑшӑрхантарать. Эпир те чӑваш тӗнчине кӗретпӗр вӗт. Шупашкарсене кирлӗ мар-ши вара эпир?» — терӗ. Димитровградри Г.П.Улюкин пӑтӑрмахсемпе ҫине тӑрса кӗрешмелли пирки телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерчӗ. «Икӗ ҫул каялла Ҫӗнӗ Малӑкла районӗнчи Малаелӗнчи шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентме пӑрахрӗҫ. Эпӗ вӗрентӳ министрне Е. Убана ун пирки ҫыру ҫыртӑм. Халӗ унта тӑван чӗлхепе ҫӗнӗрен вӗрентме пуҫларӗҫ. Апла пулсан ҫырнин, хамӑр правашӑн кӗрешнин усси пур. Хаҫатӑн та ҫивӗч ыйтусем ҫӗклеме вӑтанса тӑмалла мар, хӑюллӑрах пулмалла», — терӗ вӗренӳ ӗҫӗн отличникӗ.

Ҫавра сӗтел хушшине пуҫтарӑннисем ку шухӑшпа килӗшрӗҫ.

#Чӗмпӗр облаҫӗ, #хаҫатсем, #тӗлпулусем, #Чӗмпӗр

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем