Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Эх,Ҫӑварни, Ҫӑварни!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
aleks-lyda51 09.03.2013 20:17 | 2564 хут пӑхнӑ

Ҫӑварни — савӑнӑҫлӑ уяв, хӗле ӑсатса ҫуркуннене кӗтсе илни. Ӑна ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ вӑхӑтра паллӑ тунӑ. Ӗлӗк ҫӑварни кӗҫнерникун пуҫланнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте икӗ эрнене тӑсӑлнӑ. Пӗрремӗш эрни — Аслӑ Ҫӑварни, иккӗмӗшӗ — Кӗҫӗн Ҫӑварни. Христианлӑх сарӑлнӑ май чӑвашсен уявӗ вырӑссеннипе пӗрлешнӗ.

Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкул вӗренекенӗсем пушӑн 7-мӗшӗнче Ҫӑварни уявне ирттерчӗҫ. Урамра кунӗпех ҫил-тӑман алхасрӗ пулин те, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗсем шкул картишне пуҫтарӑнчӗҫ. Cавӑнӑҫлӑ уява шкулти воспитани енӗпе ӗҫлекен директор ҫумӗ А.М.Максимовӑпа аслӑ вожатӑй Н.И.Шибаева йӗркелесе пычӗҫ.

Кашни класс ачисем сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ лартса тултарнӑ. Ачасем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле кукӑль-пӳремеч, ҫуллӑ ҫатма икерчӗ хатӗрленӗ, вӗсен тутлӑ шӑрши сӑмсана кӑтӑклать. Кунтах сӑмаварсенче чей пӑсланать. Ачасем савӑнсах пӗр-пӗрне кӑна мар, хӑнасене те хӑналаҫҫӗ.

Уяв питӗ хаваслӑ та интереслӗ иртрӗ. Малтанах ачасем Ҫӑварни юррисем юрласа савӑнтарчӗҫ.

–И-и! Ҫӑварни, ҫӑварни!

Катӑк ҫатма икерчи

Эрне хушши ҫитерет, — янӑрарӗ шкул картишӗ.

Ун хыҫҫӑн вӑйӑсем пуҫланчӗҫ. Мӗнле кӑна вӑйӑ-кулӑ шутласа тупман-ши уява ертсе пыракансем! Ҫӑварни ҫуни капӑрлатасси, чи тулӑх сӗтел хатӗрлесси, ушкӑнсемпе ӑмартасси, вӗрен туртасси тата ытти тӗрлӗ вӑйӑ — вӗсенче ачасем хаваспах хутшӑнчеҫ.

Ачасене, паллах, капӑрлатса илемлетнӗ ҫунасемпе пӗр-пӗрне туртса чупни пуринчен те ытларах килӗшрӗ.

Уяв, яланхи пекех, улӑм катемпине чӗртсе ҫунтарнипе вӗҫленчӗ. Авалхи йӑлапа чир-чӗртен сывалма ҫунакан «Ҫӑварни карчӑкӗ» йӗри-тавра кашниех виҫӗ хутчен чупса ҫаврӑнма тӑрашрӗ. «Ҫӑварни карчӑкӗ! Тутлӑхлӑ пул, чипер кай! Чир-чӗре ялтан илсе кай!»

#шкулсем, #уявсем, #Пучинке, #Йӗпреҫ районӗ, #Ҫӑварни

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем