Шупашкарта «Культура» программӑпа килӗшӳллӗн 2025 ҫул тӗлне 16 вулавӑша юсаса ҫӗнетӗҫ. Ҫак тӗллевпе 627 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ йышши пӗрремӗш вулавӑш Вера Чаплина ячӗллӗ филиал ҫумӗнче уҫӑлӗ. Унта сценӑллӑ амфитеатр, шӑплӑх пӳлӗмӗ, библиозвукотека, вулав залӗ, коворгинг-зона, кафе, арт-сцена, ача-пӑча лапамӗ пулӗ.
Ҫитес ҫул Маяковский тата Марфа Трубина ячеллӗ вулавӑшсене ҫӗнетӗҫ. 2022 ҫулта Сухомлинский, Гайдар, Шумилов ячӗллӗ вулавӑшсене ҫӗнӗлӗх кӗтет. Чапаев, Лев Кассиль, Агаков, Александр Пушкин, Ҫеҫпӗл Мишши, Константин Иванов, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ вулавӑшсенче юсав ӗҫӗсем ирттерӗҫ. Вулавӑшсенче юсав кӑна ирттермӗҫ, фондсене ҫӗнӗ кӗнекесемпе, хӑватлӑ компьютерсемпе, мультимеди техникипе тивӗҫтерӗҫ.