Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче арҫынпа паллашнӑ та… укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫав арҫынпа тӗнче тетелӗнче ҫырӑннӑ. Хайхи савни унран банк карточкин реквизичӗсене ыйтнӑ. Хӗрарӑм шухӑшласа тӑмасӑрах даннӑйсене ҫырса янӑ.
Арҫын ҫийӗнчех унӑн карточки ҫинчи укҫана вӑрланӑ. Пӗтӗмпе – 50 пин тенке яхӑн. Хӗрарӑм полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Йӗрке хуралҫисем вӑрӑ йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Вӑл – Тутарстанри пӗр колонире ларакан 28 ҫулти арҫын-мӗн. Вӑрӑ йӗрне тупсан вӑл хӑйех айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.