Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан Валерипе Светлана Прокопьевсем кӑмпана кайсан питӗ хӗпӗртенӗ. Вӗсем пысӑк тӑватӑ кӑмпа тупнӑ.
Чи пысӑкки 5 килограмм таять, ыттисем – 3,5 килограмм. «Формипе мечӗке аса илтереҫҫӗ. Ӑшӗ зефир пекех ҫемҫе. Атте-анне ҫиелтине сӳсе кӑмпасене ӑшаласа ҫинӗ. Тутлӑ терӗҫ», - каласа кӑтартнӑ «Про Города» Прокопьевсен ывӑлӗ Николай.
Анчах специалист кунашкал кӑмпана ҫамрӑк чухне ҫеҫ ҫиме юранине асӑрхаттарать. Ватӑлсан унӑн тӗсӗ улшӑнать, тӗттӗмленет.