Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӗнче тетелӗнчи паллашу сайтӗнче пӗр арҫынпа ҫыру ҫӳретнӗ. Лешӗ хӑйӗнпе ҫар ҫынни, ют ҫӗршывран тесе паллаштарнӑ. Кӑштахран арҫын хӗрарӑмпа ҫемье ҫавӑрас кӑмӑллине пӗлтернӗ.
Авланма «шухӑш тытнӑ» арҫын Раҫҫее килес ӗмӗтлине пӗлтернӗ. Анчах пӗр чӑматанпа епле куҫса килейӗн? Багажшӑн 500 пин тенкӗ тӳлемелле тесе каланӑ. Анчах тӑкака хӗрарӑма ҫине илме ыйтнӑ. Раҫҫее куҫса килсен тӑкака сӑплаштарма шантарнӑ.
Качча кайма ӗмӗтленекен хӗрарӑм юратнӑ ҫыншӑн тем тума хатӗр пулнӑ курӑнать. Хӗрарӑм укҫана куҫарса панӑ хыҫҫӑн арҫын тата ыйтнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн хӗрарӑм улталаннине ӑнланса илнӗ, йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.