Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ята илнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 07.10.2020 19:11 | 1516 хут пӑхнӑ
Персона

«Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ Алексей Леонтьев истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва РФ Ӑслӑлӑх тата аслӑ вӗренӳ министерстви юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Алексей Петрович — Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен Союзӗн пайташӗ. Чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗн «Хыпарӑн» йӗркелӳҫи тата редакторӗ Николай Никольский пурнӑҫӗпе пултарулӑхне тата «Хыпар» хаҫат кун-ҫулне нумай тӗпченӗ. Паха ҫав материалсене пухса «Минувшее и настоящее» кӗнеке кӑларнӑ. Вӑл 640 страницӑран тӑрать.

Алексей Леонтьев куҫару ӗҫӗпе те самай тӑрӑшнине пӗлетпӗр. Сӑмахран, Александр Гринӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарса 5 томпа пичетленӗ. Ӗҫе хӑтлама К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейне 2014 ҫулта пуҫтарӑнсан педагогика наукисен кандидачӗ Роза Петрова-Ахтимирова: «Чӑвашла хайлавсем Грин хӑй ҫырнинчен те вӑйлӑрах пулса тухнӑ», — тесе ырланӑ.

#кӗнекесем, #хаҫатсем, #вӗренӳ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери ТУРКАЙ // 3740.26.8142
2020.10.08 06:59
Алексей Петровича кандидат пулса тӑнипе "Кӗтне" ентешлӗх ячӗпе те, хам ятпа та саламлатӑп, ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу сунатӑп. Ҫав вӑхӑтрах Петрова-Ахтимирова шухӑшӗпе вӗлерсен те килӗшместӗп! Ун хаклавӗ - куҫкӗретех Леонтьева йӑпӑлтатни, халӑха улталани!
Леонтьев юлташ Грина куҫарман пулсан пин хут тӗрӗсрех пулатчӗ! М.т. ку "куҫару" - куҫару мар, абракабра, хутпа укҫана сая яни! Эп кун пирки тахҫан В.Николаев кӑларса тӑнӑ "Салам" хаҫатра ҫырсаччӗ, тупса вулама пултаратӑр.
Валери Туркай. 89278555480
Виръял // 1911.13.7390
2020.10.08 11:26
Ку - тивӗҫлипе. Саламлатӑп.
Agabazar // 1068.80.7009
2020.10.09 20:51
Agabazar
Элекçей Петровччăн арăмĕ вирьял.
Agabazar // 1571.36.9908
2020.10.09 20:57
Agabazar
Элекҫей Петровччӑ ӑслав кандидачӗ пулса тӑни маншӑн лайӑх хыпар. Атту мӗнпур уҫлӑха Щербаковсем ярса илес хӑрушлӑх пурччӗ. Чӑннипе маншӑн Щербаковӗ те ытлашши мар-ха. Ҫапах та Щербаков пеккисен ӑс-хакӑл чури пулса тӑрас килмест ман, ҫавӑ кӑна.
Тимӗр Акташ // 1331.50.0294
2020.10.10 21:57
Саламлатӑп, хисеплӗ Алексей Петрович!
саландаев // 2020.04.8228
2020.10.14 15:09
Саламлатап сана . ыра сунатап .Эсе ют челхесенчен чавашла кусарнине те савансах вулатап. Меншен ятлассе -ха сана хашесем ? Пурне те юраса петереймен. Тен . Туркай та терес калать пуль . Кашнин хайен шухаше. Эпе урахларах шухашланипе Туркай ташмане пулмастапах пуле ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем