Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Кӳршӗре: 4 хӗрарӑм ҫырла татма кайсан ҫухалса кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 10.10.2020 18:27 | 1135 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре
Мари Элти ҫӑлав служби тунӑ сӑн
Мари Элти ҫӑлав служби тунӑ сӑн

Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енре пурӑнакан тӑватӑ хӗрарӑм Мари Эл вӑрманне шур ҫырли татма кайнӑ. Анчах вӗсем каялла тухма ҫул тупайман – ҫухалса кайнӑ.

Хӗрарӑмсем машинине лартса хӑварнӑ та ҫырла татма кайнӑ. Витрисене тултарсан каялла тухма тӑнӑ, анчах машинӑна тупайман, ҫулран аташса кайнӑ.

17 сехет те 40 минутра Мари Элти аварипе ҫӑлав службин дежурнӑй пулчӗ ҫине шӑнкӑрав ҫитнӗ. Ҫалавҫӑсем хӗрарӑмсене шырама тытӑннӑ. Ҫур ҫӗр ҫитеспе, 23 сехетре, вӗсене тупнӑ, хӑйсен машини патне илсе ҫитернӗ.

#ҫӑлавҫӑсем, #вӑрмансем, #кӳршӗре

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/67254
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 2417.73.8845
2020.10.10 18:57
Çырлана пуçтармаççĕ, ТАТАÇÇĔ. Çĕрулми Пуçтараççĕ. Асту çакна, урăх апла ан çыр!
2020.10.10 19:26
Аçтахар Плотников
«Тепĕр кунне старик карчăкне вăрмана çырла пуçтарма илсе кайрĕ. Вăл хăй ĕнер çырла татнă çĕре илсе çитерчĕ. Карчăк шăтăк тавра ларакан çырлана çăткăн пекех пуçтарма тытăнчĕ — ниçталла пăхмасăр çырла татать. Старик унтан инçе мар урапи патĕнче тăрать. Тăрать те шухăшлать: «Çак ман карчăк çавах мана картмасть, унпа ыррине сахал куртăм, манăн ăна тавай тĕпĕпех туса хăварас», — тет хăй ăшĕнче.» — Г.Ф. Юмарт пухса хатӗрленӗ «Чӑваш юмахӗсем» (1982) кӗнекерен. Кунта пуҫтараҫҫӗ те, татаҫҫӗ те... Те Базиле ӗненмелле, те Юмарта...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем