Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Вӑрнарти депутатсем район администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, администраци пуҫлӑхне уҫӑ сасӑлавпа палӑртнӑ. Яваплӑ ӗҫе пурнӑҫлама Андрей Тихонова шаннӑ. Ӗҫе вӑл юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче кӳлӗнӗ.
Андрей Владимирович – 50 ҫулта. Вӑл Вӑрнарта ҫуралнӑ. «Август» предприятин вырӑнти филиалӗнче ӗҫленӗ, «Росгосстрах» организацин районти филиалне ертсе пынӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл район администрацийӗнче пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.