Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш хастарӗсене медаль пама йышӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 14.10.2020 19:41 | 1584 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн чӑваш хастарӗсене медальпе чыслама йышӑннӑ. Вӗсене Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медаль парса хавхалантарӗҫ.

Сумлӑ йыша Чулхулари чӑвашсен культура автономийӗн ертӳҫи Алина Артемьева, Сарту тӑрӑхӗнчи чӑвашсен культура автономийӗн ертӳҫи Сергей Васильев, Эстони ҫӗршывӗнчи Нарва хулинчи чӑвашсен обществин ертӳҫи Лидия Григорьева, Ямал тӑрӑхӗнчи Муравленко хулинчи чӑвашсен пӗрлӗхӗн хастарӗ Анатолий Ефремов, Эстони ҫӗршывӗнчи Таллинти чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Ираида Захарова, Самар тӑрӑхӗнчи чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Людмила Павлова, унти чӑвашсен хастарӗ Надежда Савельева, Ӗрӗнпур тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ертӳҫи Петр Семенов, Севастопольти чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Любовь Тавлуй тата унти чӑваш хастарӗ Анна Тимофеева, Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева тата унти чӑваш хастарӗ Надежда Фидикова, Сургут тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Татьяна Толстова, Екатеринбургри чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Оксана Храмцова, Крымпа Севастополь тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Андрей Яковлев лекнӗ.

#Чулхула, #Сарту, #Самар, #Сургут, #Иркутск, #Крым, #культура, #чӑвашлӑх, #чыславсем, #медальсем, #Ямал, #Ӗрӗнпур, #Таллин, #Эстони, #Севастополь, #Ямал, #Муравленко, #Тавлуй

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3138.45.4922
2020.10.14 22:02
Agabazar
Крымпа Севастополь енчисене манманни хытă савăнтарчĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем