Шупашкар хулинчи Ленин район сучӗ хулара пурӑнакан икӗ ҫамрӑк арҫынна суд тунӑ. Вӗсем ҫынсене 3 миллион тенкӗ ытлалӑх улталанӑ.
Пуҫиле ӗҫе РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 32 тата 35 ҫулсенчи арҫынсем хӑйсемпе риелторсем тесе паллаштарнӑ. Вӗсем ҫынсене кредит илсе ҫурт-йӗр туянма ӳкӗте кӗртнӗ. Уншӑн хайхисене кӑштах укҫа тӳлесе хавхалантарнӑ. Кредита «риелторсем» хӑйсем тӳлеме шантарнӑ. Кредитӑн пӗр пайӗпе ҫурт-йӗр туяннӑ, ытти ултавҫӑсен кӗсйине кӗрсе ҫухалнӑ. Кредита ултавҫӑсем тӳлесе тӑман.
Суя риелторсен капкӑнне икӗ ҫын ҫакланнӑ.
Следстви ҫулталӑка яхӑн пынӑ. Халӗ ултавҫӑсен тӗлӗшпе суд пулнӑ. Вӗсене ҫулталӑк ҫурӑран пуҫласа икӗ ҫул таран хупса хума йышӑннӑ. Айӑплав вӑхӑтне ултавҫӑсем пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире ирттерӗҫ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.