Чӑваш Енре Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвас ҫӗре хутшӑннӑ паттӑрсене халалласа асӑну комплексӗ тӑвӗҫ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура калаҫнӑ.
Алла Салаева премьер-министр каланӑ тӑрӑх, «Строители безмолвных рубежей» проекта РФ Культура министерстви грантпа пулӑшнӑ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, комплекс Куславкка районӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче пулӗ.
Алла Салаева пӗлтернӗ тӑрӑх, 3 гектар ҫӗр лаптӑка уйӑрнӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен унта геологи тата геодези ӗҫӗсене туса ирттерӗҫ. Асӑну комплексӗн эскизне суйлама конкурс ирттерӗҫ, вӑл нарӑсӑн 15-мӗшӗччен пулӗ.
Асӑну комплексне 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнче уҫма палӑртнӑ.