Ҫулталӑк ытла ӗнтӗ ҫак сайт пирӗн курӑмсӑр выртрӗ. 2011 ҫул вӗҫнелле пулса иртнӗ пӑтӑрмах хыҫҫӑн ӑна каялла тавӑрма питӗ йывӑрччӗ — сӑнсем те нумайччӗ унта, тата движокӗнче те йӑнӑшсем сахал маррине пула тӳрех ӑна чӗртме май ҫукччӗ. Ытти сайтсене те хута ямаллаччӗ те «Чӑваш тӗнчи» пирки майӗпен манса та кайрӑмӑр.
Халӗ, сайтсене каллех тепӗр сервера куҫарма пуҫланӑ май (вӑйлӑраххи ҫине куҫатпӑр, Амстердамран — Питӗре), вӑл сайта хута ятӑмӑр. Анчах пӗр ҫӗнӗлӗх пур: малашне унта регистрациленме май пулмӗ. Маларах регистрациленнисем ҫеҫ усӑ курма пултарӗҫ. Паллах, енчен те сирӗн Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ сӑнсем пур пулсан — вӗсене унта кӗртме май паратпӑрах (ҫырупа ыйтса ярӑр та).
«Чӑваш тӗнчи» — 2006 ҫултанпа ӗҫлекен сӑнсен галерейи. Унта 18 пин ытла сӑнӳкерчӗк вырнаҫнӑ. Чӑваш Ен кӗтесӗсене кӑтартакан сӑнсен йышех 5 500 яхӑн. Ҫавӑн пекех эсир унта музейсемпе, тӗрлӗ мероприятисемпе, уявсемпе паллашма пултаратӑр. Сайтҫӑсен альбомӗсенче те сӑнсем сахал мар — 2 500 ытла.