Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн банк картти ҫинчен 35 пин тенкӗ укҫа ҫухалнӑ. Ҫав кун хӗрарӑм карттӑ ҫинчи укҫапа 500 тенкӗлӗх тавар ҫеҫ туяннӑ.
Укҫа ӑҫта кайнине пӗлес тесе 41 ҫулти хӗрарӑм мобильлӗ приложение кӗрес тенӗ. Анчах приложени уҫӑлман, логинпа пароль тӗрӗс мар тесе кӑтартнӑ.
Каярах хӗрарӑм ҫакна пӗлнӗ. Унӑн 14 ҫулти ывӑлӗ амӑшӗн телефонӗпе усӑ курнӑ. Мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнра яш реклама асӑрханӑ. Унта укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Каччӑ администраторпа ҫыхӑннӑ, лешӗ ӑна ставкӑпа укҫа тума май пуррине пӗлтернӗ. Яшран ҫав ҫын ачан амӑшӗн банк карттин реквизичӗсене ыйтса пӗлнӗ, унтан карттӑ ҫинчи укҫана вӑрланӑ.