Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пӗрремӗш курссем — сцена ҫинче

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 16.04.2013 16:08 | 1466 хут пӑхнӑ

Чӑвашлӑх туйӑмне яланах хӗмлентерсе тӑракан, наци кӑвайтне сӳнме паман И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫӗ-хӗлӗ чӑваш наци аталанӑвӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать. Факультетӑн сумлӑ ӗҫченӗсем чӑваш ҫамрӑкӗсенче наци туйӑмне чӗртсе тӑван чӗлхене, культурӑна хисеплеме вӗрентеҫҫӗ, наци культурипе ҫыхӑннӑ мероприятисене студентсене яланах хутшӑнтарма тӑрӑшаҫҫӗ.

Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ яланах ырӑ енчен палӑрнӑ. Мӗнпур факультетри, университетри, республикӑра иртекен мероприятисене студентсем яланах активлӑ хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗренӳсӗр пуҫне май килнӗ таран наци радиовӗн пӗр-пӗр кӑларӑмӗнче калаҫма, чӑваш хаҫат-журналсемпе тачӑ ҫыхӑну тытма, юрӑ-ташӑ кружоксене ҫӳреме тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш чысне студентсем пӗчӗк мероприятисенче кӑна мар, республика тулашӗнче иртекен конкурссенче те ӑнӑҫлӑ хӳтелеҫҫӗ.

Факультетри 1-мӗш курс студӗнчесен ӗҫӗ-хӗлӗ самаях савӑнтарать. Вӗсен куратор-ертӳҫи Анна Семеновна Егорова доцент хӑйӗн студенчӗсене тӗрлӗрен сумлӑ ӗҫсене явӑҫтарать. Мӗнпур ӑмӑртусенче, конкурсенче, мероприятисенче 1-мӗш курс студенчӗсем яланах активлӑ хутшӑнаҫҫӗ.

Чӑваш ташӑ хусканӑвӗн хӳхӗмне 1-мӗш курсра вӗренекен ултӑ чиперкке: Наташа Ершова, Фаина Борисова, Алена Михайлова, Ирина Павлова, Юлия Васильева, Валерия Борисова «Нарспи» ташӑ клубӗнче Алиса Александровна Лукина ертсе пыракан «Сарпике» ташӑ ансамбльӗнче тӗпчеҫҫӗ, тӗрлӗ эстрада ташшисене вӗренеҫҫӗ. Хӑйсен ташӑ пултарулӑхне вара хӗрсем акан 11-мӗшӗнче Ухсай ячӗллӗ керменте чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗн — Данила Ленский концертӗнче ӑнӑҫлӑ кӑтартрӗҫ тесе паллӑртса хӑварас пулать. Данила Ленскийпа Полина Борисова «Детство, детство» юрра сцена ҫинче шӑрантарнӑ вӑхӑтра хӗрсем хӑйсен шкул (юлашки шӑнкӑрав) тумӗ-юмӗпе, хусканӑвӗсемпе куракансене ачалӑх вӑхӑтне куҫарчӗҫ тейӗн, чӗрере асаилӳсем ҫуратрӗҫ. Юрӑ вӗҫнелле хӗрсем вӗрсе хӑпартнӑ хӑмпӑсем илсе тухса ҫӳлелле вӗҫтерчӗҫ. Сцена ҫинче пулса иртекен ӗҫ-пуҫ хӑш-пӗр куракансене ҫӳҫентерсе ячӗ, залра «маттурсем!» текеннисем те тупӑнчӗҫ. Ытла пысӑках мар сцена ҫинче пулса иртнӗ ҫавӑн йышши ӗҫ-пуҫ чӑннипех те ҫӑлтӑрсен юрӑ шӑрантарӑвне илемлетрӗ.

Пӗрремӗш курсри пулас ташӑҫӑсене ӑнӑҫу сунас килет, малашне те факультет студенчӗсем активлӑ пуласса шанса тӑрӑпӑр, факультет чысне яланхи пекех ҫӳллӗ шайра тытса тӑмалла пултӑр.

#Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #студентсем, #концертсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем