Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштаб паян черетлӗ ларӑва пухӑннӑ. Унта Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская пневмонипе (ӳпке шыҫҫипе) чирлекенсен статистикине пӗлтернӗ. Унтан та ытларах: ҫак чир кӑшӑлвируса пула пуҫланнине пур чухне те пӗлтерменнине палӑртнӑ вӑл.
«Юлашки эрнере пневмонин сӑлтавне палӑртасси лайӑхланчӗ. Асӑннӑ чире шута илнинчен 48,2 процентӗнче чире пуҫаракан сӑлтава палӑртма май килнӗ. Иртнӗ эрнере ку цифра 38,8 процентчӗ. Асӑннӑ тӗслӗхсенчен кӑшӑлвирус 25 процент йышӑнать, иртнӗ эрнере 16 процент пулнӑччӗ. Ӳпке шыҫҫине пуҫарнӑ сӑлтавсен шутӗнче — микоплазма, тӗрлӗ бактерипе вируссем», — тенӗ Надежда Луговская.