Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Кӗнеке издательстви 100 ҫулхине уявланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 30.11.2020 18:32 | 989 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш кӗнеке издательстви йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ.

Кӗнеке издательствине пӗр ӗмӗр каялла, 1920 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, йӗркеленӗ. Вӑл ун чухне патшалӑх издательствин Чӑваш Енри уйрӑмӗ шутланнӑ.

«100 ҫулта издательствӑра ҫӗр-ҫӗр кӗнеке кун ҫути курнӑ. Кӗнеке кӑларакансем ырӑ йӑласене упранипе пӗрлех ҫӗнӗ мелсем шыраҫҫӗ. Вӗсем саманапа тан пыраҫҫӗ», — тенӗ Чӑваш кӗнеке издательствин 100 ҫулхине уявлама хутшӑннӑ республика Элтеперӗ Олег Николаев.

Сцена ҫине Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков, Николай Малов, Леонид Черкесов, Чӑваш Енӗн культура тата информаци политикин министрӗсем Светлана Каликовӑпа Михаил Анисимов, Раҫҫейри Кӗнеке кӑларакансен ассоциацийӗн ертӳҫи Константин Чеченев хӑпарнӑ, ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. Удмурт, Тутар, Пушкӑрт республикисенчи кӗнеке кӑларакансем те хӑнана килнӗ.

#Тутарстан, #кӗнеке издательстви, #Удмурт Республики, #Пушкӑртстан, #юбилейсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери ТУРКАЙ // 3354.70.7759
2020.11.30 19:36
Курсамӑр: ку "уявра" та чӑваш чӗлхи валли вырӑн ҫук!
Намӑс!!!
Валери Туркай
Станьял // 3565.65.9243
2020.12.01 18:45
Тӗрли пулнӑ. Литература вӗренӳ кӗнекисемпе тӑрӑщса ӗҫленӗ тӑхлачӑсене ырласа тав тӑватӑп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем