Ватӑ хӗрарӑмсене вӗлерне ҫынна тытса чарнӑ. Ӑна 9 ҫул шыранӑ. Ҫак арҫын тӗрлӗ регионти, ҫав шутра – Чӑваш Ен те, хӗрарӑмсене 2011-2012 ҫулсенче вӗлернӗ.
26 хӗрарӑма вӗлернӗ тӗслӗхе следовательсем уҫӑмлатайман. Анчах ҫакӑ паллӑ пулнӑ: вӗсене пурне те пӗр ҫыннах вӗлернӗ.
Ҫак тискер ӗҫсене кам тума пултарнине тупса палӑртнӑ. Вӑл – Хусанта пурӑнакан Радик Тагиров. Слесарьте ӗҫлекен арҫын 2009 ҫулта вӑрланӑшӑн судпа айӑпланнӑ.
Тутарстанри ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ватӑ хӗрарӑмсен шанӑҫне кӗнӗ. Хӑй ЖКХ е социаллӑ служба ӗҫченӗ тесе хваттере кӗнӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмне вӗлерсен вӗсене укҫи-тенкине вӑрласа кайнӑ.