Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Песковатски — йӑмраллӑ ял

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вячеслав Шорников 13.12.2020 11:59 | 4516 хут пӑхнӑ
Кӑсӑклӑ Раҫҫейре

Эпир сирӗнпе нумай пулмасть Бутан ҫӗршывӗнчи Кури Чу юханшывӗ хӗррипе ҫӳресе куртӑмӑр. Паян вара Тула облаҫӗнчи Песковатски ялне ҫитсе пӑхӑпӑр. Енчен те инҫетри Монграна эпир ӑнсӑртран лекрӗмӗр пулсан — кунта вара ятарласа ҫул тытрӑмӑр. Мӗн сӑлтавпа тетӗр-и? Ара, хальхи вӑхӑтра эпир Василий Смирнов ҫырнӑ «Саша Чекалин» повеҫе мӑшӑрлатпӑр. Унта вара вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пуҫне хунӑ 16 ҫулхи ҫамрӑк каччӑ пирки ҫырса кӑтартнӑ. Александр Павлович шӑп та шай ҫак ялта, Песковатски (выр. Песковатское) ятлинче, ҫуралнӑ та.

Малтанах ку яла Яндекс картти тӑрӑх ҫитме май пулӗ тесе шутларӑмӑр та, шел те вӗсен машинисем ҫак инҫетри яла килсе каяйман. Ирӗксӗрех Google картти ҫине пӑхма тиврӗ — кусен аппаратури вара кунта пулнӑ.

Яла кӗнӗ май мӗн куҫа курӑнать? Чи малтанах, Р92 ятлӑ ҫула хунарсемпе ҫутатнӑ, ҫулӗ такӑр, шӑтӑк-путӑк ҫук (Бутанри ҫула саплани курӑнатчӗ). Тата, паллах, йӑмрасем. Чӑваш ялне лекнӗнех туйрӑмӑр вара хамӑра!

Ҫурчӗсем ҫеҫ, пирӗн тӑрӑхрисем пек мар. Лере, ав, чиркӳ ишӗлчӗкӗсем курӑнаҫҫӗ. Халӗ те ӑна юсаман пулас. Хӑй чиркӗвӗ, сӑмах май, Василий Смирновӑн повеҫӗнче те пур — нимӗҫсем унта вырӑнти халӑха, партизанра ҫӳренӗшӗн, хупса хунӑччӗ пулас.

Кунта вӑл аванрах курӑнать. Ку ҫынни вара ҫул хӗрринче тем чавать. Ун хыҫӗнче иртекен тротуар вара Саша Чекалин бюсчӗ патне илсе каять. Ку ачана Совет Союзӗн Паттӑрӗ ята панӑ, ҫавна май палӑк лартмасӑр пултарайман.

Акӑ вӑл сӑрт хӗрринче, чӑрӑшсем хушшинче ларать. Википеди пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑп ҫакӑнта ӑна фашистсем партизанра ҫӳренӗшӗн ҫакнӑ.

Кунта вара Вырка урлӑ хывнӑ кӗпере курма пулать. Юханшыв ячӗ повеҫре те час-часах тӗл пулать. Пысӑках мар пулас вӑл, йӑлт йӑмрасем айне путнӑ. Тӗрӗссипе унӑн ячӗ Аслӑ Вырка, повеҫре вара Вырка кӑна тенӗ. Чӑн та вырӑнти халӑхшӑн вӑл Вырка ятлӑ кӑн пуль, Кӗҫӗнни ҫӳлерех юхать-ха, анчах кам пӗрине Кӗҫӗн, тепӗрне Аслӑ тесе тӑрӗ? Вырка тенипех паллӑ.

Сӑмах май, ак, Йӑршшу шывӗ пур. Шупашкар районӗнчи Хурӑнлӑх (малтанхи ячӗ Попой) ялӗ патӗнчен Йӑршшу шывӗ юхса иртни паллӑ. Анчах та шӑп та шай ҫак вырӑнта икӗ шыв пӗрлешет. Пӗри Сархорн енчен анать, тепӗри — Карачура енчен. Иккӗшне те картта ҫинче Йӑршшу ятпа палӑртнӑ. Пӗри вӗсенчен Кӗҫӗн Йӑршшу пулмалла ӗнтӗ... Карачура енчен юхса анаканнин хӗрринче Йӑршшу ялӗ (выр. Малые Карачуры) пулнине шута илсен, вӗсенчен кӗҫӗнни Сархорн енчен килекенни пулмалла. Эп хам вӑл енчисемех мар та вырӑнти халӑх вӗсене мӗн ятпа каланине пӗлместӗп. Анчах кунта та сӑлтавӗ ҫавах пулма пултарать: халӑх Кӗҫӗн е Аслӑ тесе тӑмасть, Йӑршшу тет кӑна.

Сарлакӑшӗпе Вырка пирӗн патра юхакан Муркаш шывӗ пек. Е, калӑпӑр, Ишлей патӗнчи Ункӑ сарлакӑш.

Ялта колонка пур пулас — пӗри, ав, шыв патне пуш витресемпе тухнӑ.

Яла пӗтнӗ тесе калама май ҫук. Халӑх пурӑнать. Ҫурчӗсем, паллах, чаплах мар, анчах картисене профнастилпа карма пуҫлани курӑнкалать. Йӑмрасем те тӑтӑшах ялта курӑнаҫҫӗ.

Ку вара автобус чарӑнӑвӗ. Совет саманинче вырнаҫтарнӑ та халӗ те чӑтать пулас. Ҫынсем, ав, автобус килессе кӗтеҫҫӗ пулас.

Тепӗр енче вара — ял лавкки. Ӗҫлемест пулас, ҫӑрапа питӗрнӗ ӑна, курӑк ӑшне вӑл пулнӑ. Юрать-ха кантӑкӗсем ҫӗмрӗк мар.

Тӗл пулнӑ ҫуртсенчен ку чи аванни. Ӑна шиферпа мар, тимӗр черепицӑпа витнӗ. Карлӑклӑ алкумне хурӑн евӗр сӑрласа илемлетнӗ.

Ялта чӑхсем те пур. Ку ҫул хӗррине кӑларса яма мӗнле кӑна хӑрамаҫҫӗ пуль? Машшинсем таптаса кайма пултараҫҫӗ-ҫке!

Тен, сӑлтавӗ ялпа ҫуммӑн чукун ҫул иртнинче — ун умӗнче ҫав-ҫавах транспорт чарӑнса илмелле-ҫке.

Иртен-ҫӳрен выҫсан кунта ҫул хӗрринче панулми те туянма пулать.

Йӑмра ытла сарӑлса ӳсет ҫав. Ҫутӑ юписен кабельне ҫилпе ан таттӑр тесе тӑршшӗпех касса тухнӑ. Сӑмах май, пахчари улмуҫҫине те шеллемен — ҫул хӗрринелле тухакан тураттине пӑчкӑпа касса пенӗ.

Ял хӗрринелле тухса пыратпӑр. Вырӑнти совхозӑн е колхозӑн вити пулнӑ пулас хӑй вӑхӑтӗнче. Пирӗн патри пекех пасар саманине чӑтайман ӗynӗ — халь ишӗлет кӑна. Юрать-ха тӗппипе сӳтме ӗлкӗреймен.

Юхӑннӑ колхоз пурлӑхӗ ку ҫынна лекнӗ пулас. Темиҫе трактор курӑнать, прицепсем пур, тӗрлӗ ҫӑмӑл машинӑсем. Пурте кивӗскерсем.

Акӑ тухрӑмӑр та ялтан. Чӑннипе, малтан Лихвин ятлӑ пулнӑ Чекалин хулана та ҫитсе курас килетчӗ — повеҫри ӗҫсем унта та пулса иртеҫҫӗ. Анчах ку пӗчӗк ҫулҫӳреве ҫакӑнпа вӗҫлӗпӗр пуль.

Песковатски яла хак парас пулсан, ыттисемпе танлаштарсан вӑл япӑхах мар пурӑнать пек. Уйӗсене сухаланӑ, хыт-хура ӳсмест. Ҫурчӗсем ытлашшиех чаплах мар пулин те хӑлӑх яла пӑрахса кайман. Ялта халӗ шкул ҫук. Унччен вӑл вӗсем пулнӑ пулас. 2011 ҫулта 9 класс вӗрентекен шкула хупнӑ, тепӗр ҫул — ача пахчине («Rusprofile» сайтри информаципе килӗшӳллӗн).

Вырӑнти ял тӑрӑхӗн ҫурчӗ пур. Вӑл Успени чиркӗвӗ хыҫӗнче, шалта вырнаҫнӑ. Ахӑртнех, шкул ҫуртне йышӑнать — ҫакна спутник ӳкернӗ сӑн ҫинчен кӳлепи тӑрӑх калама пулать.

Ялти лавккана куртӑмӑр ӗнтӗ, вӑл ӗҫлеместчӗ. Анчах халӑха апат-ҫимӗҫсӗр тӑратса хӑварман. Яндекс кӑтарнӑ тӑрӑх кунта «У Иры» лавкка пур. Тен, пӗрре те мар-ха. Вырӑнти пропискӑпа шыраса пӑхрӑм — нихӑшӗ те кунта ҫырӑнман пулас.

Колхоз таврашӗ пирки калас пулсан — 2006 ҫулччен кунта Чекалин ячӗллӗ СПК пулнӑ иккен. Хальхи вӑхӑтра пурлӑх кам аллине лекнине тӳрех палӑртма йывӑр.

Оптимизаци текен япала пирӗн Чӑвашра ҫеҫ мар, Раҫҫейри ытти тӑрӑхсенче те хӑрушла ӗҫлет — ялти шкулсемпе ача пахчисене тӑпӑлтарать кӑна. Тепӗр тесен... ялта ачисем ҫук пулсан чӑн та шкул тытса тӑма йывӑртарах ӗнтӗ. Влаҫрисемшӗн пур-ҫук ача-пӑчана 5 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Чекалин хулине автобуссемпе илсе ҫӳреме перекетлӗрех. Малтан Лихвин ятлӑ пулнӑ хулара вара ача пахчи те пур, культура ҫурчӗ те, шкулӗ те.

ХК. Чекалин хулине пӑхса илнӗ май унта Чувашов урамне асӑрхарӑм. Пӗр-пӗр чӑвашпа ҫыхӑннӑ ӗнтӗ. Ятарласа вӑл урамри асӑну хӗресне те кӑтартас терӗм. Ӑна хӑйне евӗрлӗ тунӑ.

ХК2. Песковатски ялне пирӗн тӑрӑхри ялсемпе танлаштарса пӑхма та йывӑр. Паянхи кун унта 199 ҫын пурӑнать. Районти 143 ялтан ку тӗлӗшпе вӑл 18-мӗш вырӑнта. Пирӗн Лапсартах 600 ҫын шутланать. Шкул вырнаҫнӑ Ҫатракассинче — 960 ҫын (унта ҫӗн урамсем нумай). Пӗчӗкреххисемпе кӑна танлаштарма пулать ӗнтӗ — Ассакассипе (унта 181 ҫын), Чӑркашпа (243 ҫын). Лаптӑкпа вӗсем пӗчӗкрех, шкулсем те, лавккасем те пулман... Йӑршшура ӗнтӗ клуб пур, лавкка пур, пуҫламӑш шкул ӗлӗкрех пулнӑ... — анчах унта та 328 ҫын пурӑнать (лаптӑкӗпе вӗсем пӗрешкел).

Хӑй Чекалин хули те пысӑках мар — унта пурӗ те 863 ҫын пурӑнать. Ку вара Ҫатракасси ялӗнчен те, тата ытти нумай-нумай ялтан та сахалрах. Пӗртен-пӗр вӗсен лаптӑкӗсем пӗрешкелтерех.

Редакцирен. «Саша Чекалин» повеҫе Чӑваш чӗлхин икчӗлхеҫҫӗ ҫӳпҫинче вулама май пур: corpus.chv.su/article/6869.html.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#палӑксем, #Чекалин, #ҫулҫӳревсем, #Песковатски, #Тула облаҫӗ, #ҫул-йӗр, #юханшывсем, #Йӑршшу

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем