Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чǎвашлӑх уявӗнче

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
voronovera 25.04.2013 21:33 | 1483 хут пӑхнӑ

Паян, акан 25-мӗшӗнче, Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе шкул ачисем Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ ялта — Тутарстанри Кӑнна Кушкинче пысӑк уявра пулчӗҫ.

Ахальтен мар ҫак уяв ҫулсеренех иртекен Чӑваш чӗлхи кунӗпе тӳр килет. Шӑпах ҫак кун 165 ҫул каялла ҫут тӗнчене тӑван халӑха ҫутлӑх парнеленӗ хӑватлӑ ҫынннӑмӑр, Аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ. Халӑха ҫутта кӑлараканӑн пархатарлӑ ӗҫне чӑваш халӑхӗ яланах сума сӑвӗ. Мӗншӗн тесен унӑн вӗрентӗвӗ чӑваш ҫыннине малалла утма анлӑ ҫул хывма пулӑшнӑ. Пухӑннисем те, тӗпрен илсен, Аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн пархатарлӑ ӗҫне палӑртса нумай-нумай ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ. Л.П. Кураков академик, Чӑваш халӑх поэчӗ В.В. Туркай, Яковлевӑн ҫывӑх тӑванӗсем тата ыттисем Аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн вышкайсӑр сумлӑ ӗҫне палӑртса каларӗҫ. Иван Яковлевӑн сумлӑ ӗҫне пуҫ тайма хальхинче тӗрлӗ тӑрӑхра пурӑнакан нумай-нумай чӑваш пухӑнни хӑйех пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Вӗсем пӗтӗм чун-кӑмӑлтан И.Я. Яковлев пурӑннӑ ҫурт вырӑнӗнчи часавня умне, ҫавӑн пекех ун палӑкӗ ҫумне чӗрӗ чечексем хучӗҫ.

Хӑнасем Кӑнна Кушки шкулӗнче пулчӗҫ, И.Я. Яковлева халалланӑ музее кӗрсе курчӗҫ.

#Чӑваш чӗлхи кунӗ, #Тутарстан, #Елчӗк районӗ, #Кӑнна Кушки

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем