Куславкка хулинче пурӑнакан хӗр судра унччен те явап тытнӑ. Анчах ку ӑна тӳрӗ ҫул ҫине тӑма пулӑшман. Халӗ вӑл тепӗр хутчен хурахла ӗҫпе ҫакланнӑ.
Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 11 ҫулти хӗрачан ашшӗ полицие пынӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, шкул умӗнче хӗрӗ патне палламан хӗр пынӑ та миҫе сехет ҫитни пирки ыйтнӑ. Ача телефонне кӑларнӑ, ку вара ӑна вӑрласа тарнӑ. Телефон 7 пин тенкӗ тӑраканскер пулнӑ.
Вӑрра темиҫе сехетренех тытса чарнӑ. Вӑл – ниҫта та ӗҫлемен 22 ҫулти хӗр. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра ун республика тулашне тухса ҫӳреме юрамасть. Вӑл ытти ҫакнашкал преступление тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ.