Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Химпром предприятинче ӗнер 20 сехет каҫхине пӗр цехӗ сирпӗнсе кайнӑ. Сирпӗннӗ хыҫҫӑн пушар пуҫланнӑ. Пушарне 23 сехет тӗлне сӳнтернӗ пулин те таврара ҫынсем усал шӑршӑ сарӑлни ҫинчен пӗлтернӗ. Экологсем пӗлтернӗ тӑрӑх нимӗнле сиенлӗ газ та сывлӑша лекмен, лару-тӑру япӑхланман. Роспотребнадзор вара хӑш-пӗр веществосем сывлӑшра юрӑхлӑ шайран ытларах пулнине палӑртнӑ: дифосфор пентаоксид ПДК-ран 5,33 хут пысӑкрах пулнӑ, углерод оксичӗ 1,8 ПДК, азот диоксичӗ 2,5 ПДК пулнӑ.
Ултӑ ҫын аманнӑ. Вӗсем пурте пушарниксем, пушара ахаль тумпа сӳнтерме кӗнӗ пирки сиенленнӗ. Шупашкарта ку пӑтӑрмах пирки ыйтса пӗлмешкӗн хӗрӳ телефон та уҫнӑ: (8352) 44-14-28