Чӑваш Ене 1050 доща вакцина килсе ҫитнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Паянхи куна 42 ҫынна прививка тунӑ. Пурте вӗсем — медицина организацийӗсенче ӗҫлекенскерсем.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк вӗҫлениччен хальлӗхе пур мӗнпур дазӑпа прививка туса пӗтерӗҫ. Вакцинӑна малтанласа «Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятине кӳрсе килнӗ. Унта привикӑна шӑнтса упрама икӗ камера пур. Кайран препарата медицина организацийӗсене ӑсатаҫҫӗ. Каллех вакцинӑна упрамалли температурӑна пӑхӑнма тивет. Сывлӑш температури 0° градусран пуҫласа 18° градвс таран сивӗ пулмалла. Ҫавна май вакцинӑна авторефрижераторпа тата ятарлӑ термоконтейнерсенче илсе каяҫҫӗ.