Муркаш районӗнче пурӑнакан арҫын ачисене тивӗҫлӗ воспитани паман. Вӑл вӗсемпе хӑйне хаяррӑн тытнӑ. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет.
2019 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи ҫурлаччен 49 ҫулти арҫын ӗҫлемесӗр килте ларнӑ. Унӑн вара 18 ҫул тултарман 4 ача пур. Ҫак тапхӑрта вӑл ачисемпе харкашнӑ. Ывӑлӗ-хӗрӗ йӗркеллӗ канайман. Ашшӗ вӗсен режимне пӑснӑ.
Ашшӗ ачисен пурнӑҫне хӑрушлӑха та кӗртсе ӳкернӗ. Вӑл вӗсене килтен кӑларса яркаланӑ. Хӗрне психика тӗлӗшӗнчен те хӑртнӑ, хӗненӗ.
Судра унӑн ваккачӗ пуҫиле ӗҫе чарса лартма ыйтнӑ. Ашшӗ хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, хӑйне каҫарттарас тесе ачисене телефон туянса панӑ. Анчах прокуратура кунпа килӗшмен. Суд арҫынна 150 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ.